Григорьева Раиса Васильевна — ял ӗҫченӗ, Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсен тата почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗ. Ӑна Ӗҫ Мухтавӗн орденӗн 3-мӗш степенӗпе чысланӑ.
Раиса Васильевна Григорьева 1938 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайски ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗҫлеме 1955 ҫулта Жданов ячӗллӗ колхозра пуҫланӑ, унта вӑл 1965 ҫулччен тӑрӑшнӑ. 1965 ҫултанпа 1988 ҫулччен «Знамя» совхозра вӑй хунӑ. 1989 ҫулта Янсакасси ҫыхӑну уйрӑмне ӗҫе куҫнӑ, унта вӑл 1995 ҫулччен почта япалисемпе хаҫат-журнал валеҫекен почтальон пулса ӗҫленӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 